Канаш районӗнчи тата тепӗр шкулта Ҫеҫпӗл Мишшин парттине уҫнӑ. Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ун пек парттӑна вилӗмсӗр поэт-трибун ҫуралнӑ Ҫеҫпӗл ялӗнчи шкулта уҫнӑччӗ. Хальхи вара — асӑннӑ тӑрӑхри Шӑхасанта.
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа кӑҫал 123 ҫул ҫитрӗ. Вилӗмсӗр ентешне вӑл тӑрӑхри хастарсем асра тытаҫҫӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, парттӑна уҫас тесе «Канашсем» ентешлӗх ертӳҫи Юрий Тарасов тата Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗ ҫине тӑнӑ.
Поэт ҫуралнӑ кун, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, унӑн Шупашкарти палӑкӗ умне чечек хунӑ хыҫҫӑн асӑннӑ пӗрлӗхсен хастарӗсем (видеора эпир Лидия Филиппова тата Анатолий Кипеч калем ӑстисене уйӑрса илтӗмӗр) Канаш районне тухса кайнӑ. Вӗсем Канаш районӗнчи библиотекӑра тата Шӑхасанта иртнӗ мероприятисене хутшӑннӑ. Унта ачасем те, аслисем те йышлӑн хутшӑннӑ. Шӑхасанти шкулта Ҫеҫпӗл парттине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Ырӑ хыпара эпир Лидия Филиппова журналист, публицист, поэт «Пӗр класрисем» страницӑра хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Канаш районӗнчи пӗр ача пахчин заведующийӗ пулнӑ хӗрарӑма суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 3 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 2 ҫул.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи ака уйӑхӗнче вӑл ача пахчин заведующийӗ пулнӑ. Ун чухне вӑл хӑйӗн ывӑлне юсав тӑвакан рабочи пек ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Анчах лешӗ ӗҫлемен, ҫав вӑхӑтран пуҫласа кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗччен шалу илсе тӑнӑ. Ку кӑна мар, премие те, ытти тӳлеве те тивӗҫнӗ.
Амӑшӗ вара ывӑлӗн счечӗпе усӑ курайнӑ, укҫипе хӑй пӗлнӗ пек тӑкакланӑ. Ҫапла вӑл республика хыснине 660 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Канаш районӗнчи Юмансар ялӗнче пурӑнакансем Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ клубра кӗтсе илӗҫ.
Культура ҫурчӗ икӗ хутлӑ. Пӗрремӗш хутӗнче 100 ҫын вырнаҫмалӑх концерт залӗ пӑхса хӑварнӑ. Иккӗмӗшӗнче библиотека тата ӳнер шкулӗн филиалӗ пулӗ. Ҫав филиалта музыка тата хореографи класӗсем ӗҫлӗҫ. Клубра вестибюль те, гардероб та пулӗ. Хуларинчен кая мар.
«Паян подрядчик графикпа килӗшӳллӗн ӗлкӗрсе пырать, ҫапах та туса ирттермелли самай», — тенӗ культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова. Вӑл каланӑ тарӑх, клуба ял ҫыннисем ал ӗҫӗпе аппаланма та пуҫтарӑнӗҫ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ирхи 7 сехетре Канаш районӗнче икӗ ҫӑмӑл машина пырса ҫапӑннӑ.
Пӑтӑрмах «А-151» ҫул ҫинче пулса иртнӗ. «Лада-Приора» тата «Рено-Логан» пырса ҫапӑннӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Приора» машина водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. 35 ҫулти водитель Вӑрнар районӗнчен пулнӑ. Йывӑр сурансене пула вӑл вырӑнтах вилсе кайнӑ.
«Рено» машинӑн рульне тытса пынӑ ҫын тата салонти пассажир, ҫавӑн пекех «Приора» пассажирӗ суранланнӑ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 14 сехетре Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Ӑна пула «пӑкӑ» пухӑннӑ.
Аварие куракансем каланӑ тӑрӑх, машинӑсем ҫапӑннӑ хыҫҫӑн пӗри сирпӗнсе кайнӑ. Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. Аварире пӗр ҫын вилни пирки пӗлтернӗ.
«Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапӑннӑ машинӑсем «Приора» тата «Камри» пулнӑ. Ҫунаканни - "Приора", унӑн водителӗ вилнӗ.
Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн Виталий Сергеевӑн бенефисӗ иртӗ. Ӑна сцена ӑсти, халӑх юратнӑ артист ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Виталий Сергеев 1972 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Анат Татмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. 1999 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен, филологипе культура факультетӗнчен, вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл филологисӗр пуҫне театр ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхне те ӑша илнӗ. Ҫамрӑксен театрӗнче 2000 ҫултанпа тӑрӑшать. 2017 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.
Иртнӗ эрнере Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Алевтина Николаева 75 ҫул тултарнӑ.
Вӑл 1947 ҫулхи юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри А.Н. Островский ячӗллӗ патшалӑхӑн театр, музыка тата кинематографи институтӗнчи чӑваш студийӗнчен 1972 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Унтан ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппине ӗҫе илнӗ. Театрта пултаруллӑ артистка 2010 ҫулччен ӗҫленӗ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх организацийӗсенче, пысӑк фермер хуҫалӑхӗсенче кӑҫал 1,005 млн тонна тыр-пул, пӑрҫа йышши культура пухса кӗртнӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкалли 1992 ҫултанпа пулман.
Ҫав ҫулпа танлаштарсан, кӑҫал 1 пин тонна ытларах туса илнӗ. Хальлӗхе йӑлтах пухса кӗртмен-ха, уй-хирте 0,7 процент юлнӑ.
Малта пыракан районсен йышӗнче – Елчӗк, Канаш, Улатӑр, Ҫӗрпӳ районӗсем. Япӑхрах ӗҫлекенсем вара – Ҫӗмӗрле районӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗ.
Канаш районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк арҫын савнин упӑшкине вӗлернӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Аксарин ялӗнче пурӑнакан 23 ҫулти ҫамрӑка РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ.
2021 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче ӳсӗрскер хӑйӗнпе арлӑ ҫыхӑнура пурӑннӑ хӗрарӑм патне пырса кӗнӗ. Анчах савнин килӗнче упӑшки пулнӑ. Кӗвӗҫнипе ҫамрӑк арҫын арҫынпа хирӗҫме тытӑнса кайнӑ. Ӑна вӑл пуҫӗнчен чышкӑпа 13 хутран кая мар ҫапнӑ. Суранланнӑ арҫын кӑштахран пульницӑра вилсе кайнӑ.
Ҫынна вӗлернӗ арҫынна суд 8 ҫул та 30 кунлӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Канаш районӗнче пӗр ҫамрӑк ҫулпа пынӑ чухне машина айне пулнӑ.
Инкек юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртсен Карӑклӑ ялӗ тӗленче пулса иртнӗ. Шупашкар хулинче пурӑнакан каччӑ (вӑл тӑрӑха ҫамрӑк хӑнана кайнӑ курӑнать) ҫулпа утса пынӑ. Ун ҫине «Лада Гранта» машина пырса кӗнӗ.
Суранланнӑ каччӑна больницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |